20 февраля 2014 г.
Чăваш Тăрăмĕнчи Ю.Ю.Львов воин-интернационалист ячĕпе, хĕллехи Олимп вăййисене чысласа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта районти 15 шкулта вĕренекенсем пухăнчĕç.
1-2 классенче вĕренекенсенчен В.Галкина (Таяпа Энтри), М.Иванова (Çĕнĕ Пăва), П.Епифанова (Чăваш Тăрăм), Д.Медведев (Аслă Таяпа), К.Филиппов (Хăвăлçырма), Ю.Федоров (Чăваш Тăрăм), 3-5 классенче вĕренекенсенчен Д.Мохова, А.Вастулова (Аслă Елчĕк), К.Волкова (Хăвăлçырма), А.Чернов, В.Воробьев (Таяпа Энтри), С.Львов (Шăмалак), 6-7 классенчен А.Семенова (Кĕçĕн Таяпа), Ю.Адюкова (Аслă Елчĕк), А.Краснова (Елчĕк), В.Кузьмин (Хăвăлçырма), И.Головин (Кĕçĕн Таяпа) çĕнтерỹçĕсемпе призерсем йышне кĕчĕç.
Аслăрах классенче вĕренекенсем хушшинче те хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. 8-9 классенче вĕренекен хĕр ачасенчен Л.Краснова, Е.Григорьева (Хăвăлçырма), С.Фомкина (Чăваш Тăрăм), Н.Федорова (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Обручкова, Е.Малова (Аслă Елчĕк), арçын ачасенчен Роман Романов, Д.Казначеев, Родион Романов (Шăмалак), Г.Агеев (Аслă Елчĕк), А.Трифонов (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Демьянов (Елчĕк) малтисен ретĕнче.
Тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпасем, Таяпа Энтрисем, Чăваш Тăрăмсем, вăтам шкулсенчен Елчĕксем, Аслă Елчĕксем, Çĕнĕ Пăвасем палăрчĕç.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсемпе, грамотăсемпе чысларĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"