12 февраля 2014 г.
Сочинче хĕллехи Олимп вăййисем пыраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара штангистсен республика чемпионачĕ иртрĕ. 1997 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсемпе каччăсем тупăшрĕç унта.
Районăн пĕрлештернĕ команди йышне Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи 9 атлет хутшăнчĕ. Кăтартусем начар мар. Алина Панкратова, Регина Гаврилова - пĕрремĕш, Полина Андреева - иккĕмĕш, Лина Ильина виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Командăсенчен хĕрсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç.
Арçын ачасенчен Артем Перцев, Алексей Носов пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç. Дмитрий Теллин, Александр Ильин та командăн пухмачне паха очкосем пачĕç.
Елчĕкри шкулти Маргарита Портнова, Çĕнĕ Пăвари Алексей Чугунов, Андрей Паршуков, Василий Зайцев, Николай Конюков, Дмитрий Зайцев, Курнавăш шкулĕнчи Антон Смирнов, Патреккелĕнчи шкулти Максим Марков та çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче. Яшсен команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
Малашлăхлă А.Панкратова, П.Андреева, А.Перцев йывăр атлетсен республикăри 10 кунлăх сборĕнче ăсталăха туптаççĕ.
В.МАРКОВ.
Источник: "Елчĕк Ен"