МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем паттăра манмаççĕ

05 апреля 2014 г.

Елчĕксем паттăра манмаççĕ

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Елчĕк тăрăхĕнчен Совет Союзĕн Геройĕ ята 3 çын тивĕçнĕ. Вĕсене Елчĕксем манмаççĕ, тĕрлĕ спорт вăййисем йĕркелеççĕ.

Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен районти уçă ăмăртăвĕ иртрĕ. Шкулта вĕренекенсем çурхи каникулта пулин те, ăмăртăва хутшăнакансем сахал мар пулчĕç. Вăл кире пуканĕ йăтакансен ăсталăхĕ çулсерен ỹссе пынине палăртрĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене "Улăп" ФОК директорĕ Р.Григорьев, паттăрăн Елчĕкри тăванĕ А.Беляев, кире пуканĕ йăтакансен районти федерацийĕн ертỹçи О.Федоров саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Çавăн пекех ăмăртăва йĕркелекен ячĕпе Александр Филипповичăн ывăлĕ Анатолий, мăнукĕ Владимир, мăнукĕн ывăлĕ Алексей янă саламлă çыру та вырăнлă пулчĕ.

Ăмăрту хĕрỹ иртрĕ. Кашни атлет хăй вăйлă пулнине çирĕплетес тесе тăрăшрĕ. 2003 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем 6 килограмлă, 1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсем 8 килограмлă, çак ỹсĕмри каччăсем 12 килограмлă, 1997-1998 çулсенче çуралнă каччăсем 16 килограмлă кире пуканĕсене сулласа тата кăкăр çинче тĕртсе ăмăртрĕç.

Хăйсен виçисенче тата ỹсĕмĕсенче А.Цветков, А.Кудряшов, Д.Цветков, В.Мясников, П.Ефимов, Н.Григорьев, А.Ижедеров, И.Юхмин, К.Васильев, П.Смирнова (Курнавăш), А.Макаров, Д.Скобелев, И.Головин, А.Колбасов, Д.Борисов, С.Морозов, Н.Бахомов, Т.Семенова, Т.Изосимова, Э.Иванова, К.Бахомова (Кĕçĕн Таяпа), Е.Алексеева, А.Иванов, И.Волкова, Л.Краснова, М.Михайлова, О.Галкина (Хăвăлçырма), В.Шаурбин, В.Иванов (Тăрăм), Н.Петров, Д.Кучков, А.Данилов, А.Сайкин, А.Кузнецов, В.Журавлев, И.Чернов, М.Антонова, А.Анисимова (Елчĕк), Д.Зайцев, М.Зайцева, Д.Зайцева (Çĕнĕ Пăва), Д.Волков (Аслă Елчĕк), А.Волкова (Çирĕклĕ Шăхаль) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.

Командăсенчен пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕсем - Кĕçĕн Таяпа тата Курнавăш шкулĕсем. Елчĕксемпе Хăвăлçырмасем - иккĕмĕш, Тăрăмсемпе Çĕнĕ Пăвасем виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем асăну медалĕсене, грамотăсемпе призсене тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕ-командăсене куçса çỹрекен кубоксемпе те чысларĕç.

Ăмăртăва ирттерсе яма Александр Филипповичăн мăнукĕ Владимир Анатольевич Беляев пысăк пулăшу пачĕ - медальсем хатĕрлеме, грамотăсемпе кубоксем туянма укçа-тенкĕ уйăрчĕ. Çавăн пекех Ольга Львовна Яковлева уйрăм предприниматель те призсем туянчĕ. Вĕсене ăмăртăва йĕркелекенсем тав тăваççĕ.

А.ФЕДОРОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Кĕçĕн Таяпари шкул команди - çĕнтерỹçĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика