29 марта 2014 г.
Патреккелĕнчи тĕп шкулăн спорт залĕнче СССР спорт мастерĕсен - пĕр тăван Клементьевсен ячĕпе штангистсен уçă турнирĕ иртрĕ. Унта Елчĕкри, Çĕнĕ Пăвари, Кивĕ Эйпеçри, Курнавăшри, Патреккелĕнчи шкулсенчи, Аслă Пăла Тимешри "Юман" спорт клубĕнчи 52 пăхаттир мала тухассишĕн тупăшрĕ. Турнира хутшăнакансене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, районти йывăр атлетсен федерацийĕн ертỹçи П.Скворцов, Патреккелĕнчи шкул директорĕ О.Петрова, спорт мастерĕсем В.Викторов, О.Клементьев, И.Ишмуратов, Б.Клементьев саламларĕç.
Хăйсен виçисенче А.Панкратова, П.Андреева (Кивĕ Эйпеç), М.Портнова ("Юман"), С.Демьянов (Елчĕк), С.Микихин (Курнавăш), Д.Исаев (Елчĕк), В.Семенов (Кивĕ Эйпеç), Н.Филиппов (Çĕнĕ Пăва), А.Смирнов (Курнавăш), Д.Теллин, К.Александров (Кивĕ Эйпеç), С.Григорьев (Елчĕк), А.Перцев (Кивĕ Эйпеç), С.Миллин (Патреккел), А.Абдулхаиров ("Юман"), А.Носов (Кивĕ Эйпеç), В.Викторов (Елчĕк), С.Николаев (Патреккел), В.Зайцев, В.Канюков (Çĕнĕ Пăва), А.Никитин ("Юман"), А.Александров (Елчĕк), Д.Зайцев (Çĕнĕ Пăва), А.Марков (Кивĕ Эйпеç), В.Левый, А.Петров (Патреккел) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.
Ытти çулсенчи пекех, турнира Патăрьелсем те хутшăнчĕç.
Кивĕ Эйпеçсем - пĕрремĕш, Елчĕксемпе Çĕнĕ Пăвасем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Е.ПОРТНОВА,
"Улăп" ФОК директорĕн çумĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"