13 сентября 2014 г.
Ĕнер Елчĕкре пурăнакансем ял уявне паллă турĕç.
Чи малтанах Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре уява тата чиркĕве хута янăранпа 125 çул çитнине халалласа кĕлĕ иртрĕ.
Район центрĕнче пурăнакансем уяв кунне "Çăлтăрпа зарядкăна" мероприятирен пуçларĕç - ирпе 8 сехетре "Улăп" спорт комплексĕ умне 500 ытла çын пуçтарăнчĕ. Вĕсен пысăк пайĕ - Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем.
Зарядкăна хутшăннисене Елчĕк район пуçлăхĕ Р.Молодова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, Елчĕк район администрацийĕн представителĕ А.Александрова тата ыттисем те саламларĕç.
Хаваслă кĕвĕ-çемĕ янăранă май ирхи зарядкăна йывăр атлетика енĕпе спорт мастерĕ ята çĕнсе илнĕ И.Ишмуратовпа Чăваш эстрада çăлтăрĕ Т.Ишмуратова ертсе пычĕç. Пĕр харăс туслăн тĕрлĕ хускану туни кашнин чунĕнче хаваслă кăмăл-туйăм çуратрĕ. Ирхи зарядка хыççăн Елчĕк шкулĕнче хатĕрленĕ "Юрататăп сана, Елчĕк ен" курав уçăлчĕ. Ăна тăван Елчĕке, унти паллă вырăнсене сăнлакан ачасен сăн ỹкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ.
Уява официаллă майпа уçиччен (ăна 17 сехетре уçрĕç) Елчĕксем çак кун район центрĕнчи тĕрлĕ вырăнта йĕркеленĕ спорт ăмăртăвĕсенче, халăх вăййисенче тупăшрĕç, тăван яла халалланă куравсемпе паллашрĕç тата тĕл пулусене хутшăнчĕç.
Уяв пирки тĕплĕнрех çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: зарядка кăмăла çĕклет.
Источник: "Елчĕк Ен"