24 сентября 2014 г.
Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче, вырсарни кун, Елчĕкри тĕп лапам спорт тумне тăхăннă çынсемпе тулчĕ. Раççейре иртекен пысăк спорт уявĕсенчен пĕрне - "Нацисен кросĕ - 2014" мероприятине Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакан 1020, районĕпе 2865 çын хутшăнчĕ.
Çанталăкĕ те савăнать тейĕн - çуллахи пекех хĕвеллĕ те ăшă кун тăчĕ.
Çакă тата илемлĕ кĕвĕ çынсен чунĕсенче савăнăç çĕклерĕ. "Нацисен кросĕ - 2014" спорт уявне Елчĕкри тĕп лапама пухăннисене район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕç, ăнăçлă старт, çĕнтерỹллĕ финиш сунчĕç.
Уява савăнăçлă уçнă хыççăн тĕп лапамри çынсем спортсменсемпе пĕрле зарядкăна тăчĕç. Ăна армспорт енĕпе Раççей спорт мастерĕ Е.Портнова, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Р.Пчелин ирттерчĕç.
Пĕтĕм çĕр-шыври пекех, массăллă чупу 12 сехетре пуçланчĕ. 2014 метрлă дистанцие районти организацисемпе предприятисен ертỹçисем тухрĕç. Вĕсемпе пĕрле района ертсе пыракансем те старт илчĕç, дистанцие ăнăçлă вĕçлерĕç.
Пысăк спорт уявне массăллă хутшăнакансем сахал мар. Елчĕкри вăтам, Патреккелти тĕп шкулсенчен килнĕ çуран чупма кăмăллакансем йышлă. Районти тĕп больницăра ĕçлекенсен те речĕсем пысăк пулни курăнчĕ.
Наци кросĕнче тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем вăй виçрĕç. Акă, кăçал çеç çут тĕнчене килнĕ Камилла Борисова дистанцие амăшĕпе пĕрле вĕçлерĕ. Чи асли вара - Валерий Петров. 1940 çулта çуралнăскер, ыттисемпе пĕр тан старта тухрĕ вăл, дистанцие ăнăçлă чупса тухрĕ.
Кашниех хăйĕн тусĕсемпе çывăх çыннисемшĕн хумханчĕ, вĕсене хавхалантарса тăчĕ. Паллах, çакăн пек чухне çуран чупакансем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма тăрăшрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
VIP чупура арçынсенчен Н.Миллин, П.Скворцов, А.Андреев, хĕрарăмсенчен Г.Лаврова, И.Аникина, Г.Анисимова малтисен ретĕнче пулчĕç.
1997 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе каччăсенчен Д.Кондратьев, Г.Петров, С.Львов, хĕр ачасемпе хĕрсенчен Е.Андреева, А.Егорова, А.Краснова, 1996 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсенчен А.Васильев, А.Сергеев, С.Васильев, хĕрарăмсенчен С.Воронцова, Е.Степанова, А.Васильева палăрчĕç.
Наци кросĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май унăн йĕркелỹ комитечĕн ертỹçи Г.Анисимова спорт уявне хутшăннисене, хăрушсăрлăхпа йĕркелĕхе тивĕçтернĕ службăсене тав турĕ.
Нацисен кросне районти ытти ял тăрăхĕсенче те ирттернĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче 253 çын дистанцие тухнă. Ватти те, вĕтти те хаваспа ăмăртнă, финиша ăнăçлă çитнĕ.
Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче те сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йышлă - спорт уявне 400 ытла çын хутшăннă. Вĕсем - ача сачĕн воспитанникĕсем, шкулсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем. Участниксене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, шкулсен директорĕсем Г.Дементьева, М.Меметова, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ И.Васильева, ял тăрăхĕн депутачĕсем А.Ермолаев, Г.Тарасов тата ыттисем саламланă.
Курнавăш ял тăрăхĕнче спорт уявĕнче тĕрлĕ ỹсĕмри 250 ытла çын пулнă. Унта ял тăрăхĕн территоринчи шкулсемпе культура центрĕсен, сывлăх учрежденийĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен коллективĕсем старта тухнă.
Нацисен кросне Тăрăм ял тăрăхĕнче те савăнăçлă ирттернĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Александров, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Е.Григорьева ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Чи çамрăк участник - 3 çулхи Е.Егоров, чи асли 62-ри А.Корнилова та вĕсенчен кая юлман.
Спорт уявне Кĕçĕн Таяпа (156 участник), Çирĕклĕ Шăхаль (322), Аслă Таяпа (82), Аслă Пăла Тимеш (280 ытла) ял тăрăхĕсенче те савăнăçлăн уявланă.
А.КАРЛИН.
Сăн ỹкерчĕкре: Елчĕкри спорт уявĕн саманчĕ.
Пĕтĕм Раççейри çуран чупакансен уявне - "Нацисен кросне" 2004 çултанпа ирттереççĕ. 2009 çултан вара ăна кашни районтах йĕркелеме пуçăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ - сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче анлă сарасси, вĕсене физкультурăпа спорт ретне ытларах явăçтарасси. Нацисен кросĕ спортра паллă вырăн йышăнать - вăл пирĕн пысăк та нумай нациллĕ çĕр-шывра пурăнакансене пĕр чăмăра пĕрлештерме пултаракан спорт тĕсĕсенчен пĕри.
Источник: "Елчĕк Ен"