МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлнă тĕл пулусем

27 сентября 2014 г.

2014 çул - футбол енĕпе 20-мĕш тĕнче чемпионачĕн çулталăкĕ. Бразилири футбол форумĕ питĕ интереслĕ иртрĕ. Германи, Аргентина, Голланди тата ытти командăсен вăййине курса эпир пĕр уйăх савăнăçлă туйăмсемпе пурăнтăмăр.

Е шăпа пулчĕ, е футбол вăййине юратнăран Мускавра манăн Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕсемпе Олег Иванович Романцевпа тата Леонид Викторович Слуцкипе тĕл пулма май килчĕ.

Пĕрремĕшĕнче "Лужники" Олимп комплексĕнче Олег Романцевпа тĕл пултăм. Тренер хăйĕн юлташĕпе Юрий Гавриловпа ("Спартак" футбол клубĕшĕн тата СССР пĕрлештернĕ командишĕн вылянă) спорт уявне килнĕччĕ. Кафере ларнă вăхăтра эпир çав тапхăрта Белоруссире, Минск хулинче хоккей енĕпе иртекен тĕнче чемпионатĕнчи лару-тăру çинчен сăмах пуçартăмăр. Футбол вăййине те, паллах, манса каймарăмăр. Эпĕ астăватăп, 1980 çулта Мускавра иртнĕ XXII çуллахи Олимпиадăра Олег Романцев Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командин капитанĕ пулнăччĕ. Пирĕн футбол дружини 3-мĕш вырăн йышăнса пăхăр медаль çĕнсе илнĕччĕ.

"Олег Иванович, ун чухне Олимп чемпионĕ пулма шанăç пулнăччĕ..." - шикленсе каларăм эпĕ. "Пулаймарĕ çав, кăштах çитеймерĕ. Хамăр айăплă", - тунсăхлăн палăртрĕ вăл. Сăмах май, Романцев - Раççей тапхăрĕнче чи нумай титул çĕнсе илнĕ тренер. Вăл "Спартак" командăпа 9 хут СССР тата Раççей чемпионĕ пулнă, 4 хут çĕр-шыв кубокне çĕнсе илнĕ. Питĕ сăпайлă çын вăл Олег Иванович Романцев.

Леонид Слуцкипе пирĕн тĕл пулу "Чистые пруды" метро станцийĕ çывăхĕнчи скверта пулчĕ. Хăйĕн командин тĕп директорĕпе Роман Бабаевпа çывăхри "Современник" театра спектакль курма килнĕччĕ вăл çав кунхине. Çулĕпе çамрăк пулин те (43 çулта), Слуцкий ЦСКА командипе 2 хут Раççей чемпионĕ пулнă, 2-шер хут çĕр-шыв кубокĕпе суперкубокне çĕнсе илнĕ (пурĕ 6 титул). "Эсир, Леонид Слуцкий. Сиртен автограф илме юрать-и?" - ыйтрăм эпĕ унран. "Паллах", - хуравларĕ вăл. Пирĕн юлташăн аллинчи гитарăна курсан, ăна ыйтсах илчĕ. Юрий Антонов юрăçăн репертуарĕнчи "Анастасия" юрра шăрантарса пачĕ Леонид Викторович.

"Счастлив я, покоренный властью

Этих глаз васильково-синих.

Губы с нежностью шепчут "Настя",

Сердце вторит "Анастасия"...

Интеллигентлă, пысăк тавра курăмлă тренера эпир алă çупса ăсатрăмăр.

Интереслĕ çынсемпе тĕл пулса курса калаçни пысăк савăнăç. Пысăк тĕнчен чỹречине уçса янă пекех туйăнчĕ мана çак самантсем хыççăн. "Тавтапуç", - терĕм эпĕ шăпана...

Алексей ВОЛКОВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика