11 октября 2014 г.
Елчĕк тăрăхĕнчи çамрăк йывăр атлетсем çулсеренех тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăраççĕ. Кăçал та Вăрнар поселокĕнче çĕнĕ сезона уçнă май, 1996 çулта çуралнă тата çамрăкрах штангистсен республикăри ăмăртăвĕнче вĕсем хăйсем вăйлă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Ăмăрту йывăр атлетсен Пĕтĕм тĕнчери федераци çирĕплетнĕ йĕркесемпе иртрĕ.
Кивĕ Эйпеçри шкулта пĕлỹ пухакан Полина Андреева, Алина Панкратова хăйсен виçисенче пĕрремĕш, Лина Ильина, Клавдия Изратова иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Аслă Пăла Тимешри Маргарита Портнова та çĕнтерỹçĕ. Хĕр ачасен команди, Шупашкарсемпе Етĕрнесене кая хăварса пьедесталăн чи çулти картлашки çине хăпарчĕ.
Арçын ачасен те результачĕсем начар мар - вĕсен команди Çĕнĕ Шупашкарсенчен кăшт çеç каярах юлса иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Кушкăри тата Елчĕкри вăтам шкулсенче вĕренекен Александр Марковпа Андрей Александров - пĕрремĕш, Кивĕ Эйпеçри Владимир Семенов, Çĕнĕ Пăвари Василий Зайцев, Елчĕкри Артем Перцев - иккĕмĕш, Кивĕ Эйпеçри Алексей Носов, Çĕнĕ Пăвари Николай Конюков - виççĕмĕш вырăнсенче.
Источник: "Елчĕк Ен"