25 октября 2014 г.
Районти 2000 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсем Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ю.М.Николаева асăнса ирттернĕ республикăри турнира хутшăннă.
Пирĕн штангистсем лайăх результатсем кăтартнă. Кивĕ Эйпеçри шкулти М.Яковлева, П.Андреева, А.Панкратова, А.Ильин - пĕрремĕш, А.Панкратов, Л.Ильина, А.Носов иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ытти атлетсен те кăтартăвĕсем курăмлă: Курнавăшри А.Паршуков - пĕрремĕш, Çĕнĕ Пăвари А.Никонов -виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсене спорт инвентарĕ туянма пĕр пин тенкĕлĕх сертификат панă. Унсăр пуçне вĕсем тата дипломсемпе медальсене тивĕçнĕ.
Турнира кайса килме пулăшнăшăн "Клевер" ООО тата "Прогресс" АХО ертỹçисене Р.Турханпа П.Скворцова тав тăватпăр.
Источник: "Елчĕк Ен"