МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх ушкăнĕнче чи чăтăмлисем çеç

17 декабря 2014 г.

Сывлăх ушкăнĕнче чи чăтăмлисем çеç

Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра волейболла выляссипе район чемпионачĕ иртнĕ.

Хальхинче "Улăп" ФОКăн спорт залне волейбол вăййисене чăннипех юратакан çынсем пуçтарăннă. Çак йышра çичĕ теçеткерен каçнă ватă та, 15-16 çулхи çамрăк та пулнă. Район центрĕнче пурăнакансенчен йĕркеленнĕ "Туслăх" команда, виçĕ командăна та çĕнтерсе, пысăк кубока çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн, виççĕмĕш вырăна спорт комплексне çỹрекенсенчен йĕркеленĕ "Сывлăх ушкăнĕ" командăсем йышăнчĕç.

"Сывлăх ушкăнĕ" команда пирки пĕр-икĕ сăмах асăнса хăварасшăн. Вăл спорт комплексĕ уçăлнă çулах йĕркеленнĕ. Тĕпрен илсен пенси çулне çитнĕ, анчах ĕçлеме пăрахман, çавăн пекех пенси çулне çывхарса пыракан çынсенчен тăрать. А.Молоствов врач, В.Егоров юрист, почтамт начальникĕ П.Блинов çак сывлăх ушкăнне йĕркелесе яракансем пулнă. Халĕ сывлăх ушкăнĕнчи "Победа" ООО ертỹçи Н.Головин, отставкăри çар çынни Н.Павлов, милици пенсионерĕ И.Бобров, В.Явкин предприниматель тата ыттисем эрнере икĕ кун спорт комплексне çỹреççĕ. Физкультура упражненийĕсем тăваççĕ, волейболла выляççĕ, шывра ишеççĕ.

- Икĕ кун спорт комплексне çỹрени эрнипе активлă ĕçлеме май парать, - теççĕ вĕсем.

Эпир пĕлнĕ тăрăх - ушкăнра пирус туртакан пачах çук, эрех-сăраран та айккинче тăраççĕ. Сăмах май, сывлăх ушкăнне çырăнас кăмăллă çынсем яланах пур. Анчах ушкăна çирĕп тĕрĕслесе илеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырассине кăна мар, кирек мĕнле ĕçре тăрăшсан та занятисене пĕр сиктермесĕр çỹренине шута илеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе кăçал кашни уйăхра республикăра сывлăх кунĕсем иртеççĕ. Хальхинче вăл çитес шăмат кун - декабрĕн 20-мĕшĕнче пулать. Çак кун республикăри сывлăха çирĕплетекен физкультурăпа спорт учрежденийĕсене, çав шутра "Улăп" ФОКăн спорт залне, бассейнне тỹлевсĕрех кĕртеççĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Сывлăх ушкăнне çỹрекенсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика