21 января 2015 г.
Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çамрăкран спорта, уйрăмах хоккей вăййине юратнă, анчах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă В.П.Воронова асăнса уçă турнир иртнĕ.
Хоккеистсен уçă турнирне Елчĕк районĕн спортсменĕсем кăçалхипе тăваттăмĕш хут хутшăнчĕç. Аслă Елчĕкри тата Патреккелти нумай çул хоккей вăййисене юратса вылякансенчен йĕркеленĕ команда кăçал та питĕ ăнăçлă ăмăртрĕ. Вăл, пурне те çĕнтерсе, пĕрремĕш вырăна тухрĕ, тăваттăмĕш хут Нĕркеç ялĕн куçса çỹрекен кубокне çĕнсе илчĕ.
В.ХУШКИН.
Источник: "Елчĕк Ен"