04 февраля 2015 г.
Тунти кун район администрацийĕнче Пĕтĕм Раççейри массăллă "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" чупăва Елчĕк районĕнче ирттерес тĕлĕшпе туса хунă йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Йĕркелỹ комитечĕн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ертсе пынипе чупăва хатĕрленсе ирттерес енĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.
Аса илтеретпĕр: массăллă чупу кăçал Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче февралĕн 8-мĕшĕнче иртет. Ăмăртăва 11 сехет те 45 минутра уçаççĕ, йĕлтĕрçĕсем шăп 12 сехетре старта тухаççĕ.
Массăллă чупу дистанцийĕсене те палăртнă:
1. 50 çула çитичченхи арçынсем тата 8-11-мĕш классенче вĕренекенсем - 2 çухрăма чупаççĕ.
2. 45 çула çитичченхи хĕрарăмсем тата 8-11-мĕш классенче вĕренекен хĕрсем - 1,5 çухрăма.
3. 51 çултан аслăрах арçынсем тата 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем - 1 çухрăма.
4. 46 çултан аслăрах хĕрарăмсем, 5-7-мĕш классенчи хĕр ачасем - 1 çухрăма.
5. Тĕп шкулсенче вĕренекенсем: 3 каччă тата 2 хĕр 800-шер метра эстафета чупаççĕ.
6. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем: 4 каччă тата 3 хĕр 800-шер метра эстафета чупаççĕ.
Пурте - массăллă старта!
Источник: "Елчĕк Ен"