18 февраля 2015 г.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Сывлăхпа спорт кунĕнче, "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса районти арçынсене спортăн виççĕмĕш фестивальне йыхравлаççĕ. Вăл 10 сехетре пуçланать.
Фестивале ял хуçалăх, промышленность предприятийĕсенче, организацисемпе учрежденисенче, ял тăрăхĕсенче ĕçлекен арçынсене спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартма йыхравлаççĕ.
Йĕлтĕрçĕсен эстафетине (2-шер арçын, 800 метр) хутшăнаççĕ.
Алă вăйĕ виçесси (2 арçын), канат туртасси (6 çын), кире пуканĕ йăтасси (2 арçын), волейболла вылясси, шывра ишесси, сĕтел çи теннисĕ (1 арçын), дартс (1 арçын), турник çинче туртăнасси (2 арçын) кашни çынна хăйĕн патне илĕртĕ.
Фестивале хутшăнакансем спортăн пĕр енĕпе кăна (канат туртассипе волейболла вылянисĕр пуçне) ăмăртма пултараççĕ. Шкулсенче вĕренекенсемпе студентсем финалти ăмăртусене хутшăнмалла мар.
Çак кунах унта, кĕçĕн çăварни кунĕнче Хĕле ăсатаççĕ, Çуркуннене кĕтсе илеççĕ. Пурне те фестивале, уява хутшăнма чĕнетпĕр.
Источник: "Елчĕк Ен"