21 февраля 2015 г.
Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри "Улăп" спорт комплексĕнче çар ĕçне хутшăннă ветерансем, инвалидсем, вĕсен çемйисем хушшинче "Ветерансем - сывă пурнăç йĕркишĕн" районти иккĕмĕш ăмăртăвĕ иртет.
Унта мини-футболла, дартспа, нардыпе, шашкăлла выляссипе, автомат салатса пуçтарассипе, пневматика винтовкинчен перессипе, канат туртассипе, кире пуканĕ çĕклессипе, шывра ишессипе ăмăртаççĕ.
Ял тăрăхĕсен командăсем тăратмалла. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем, парнесем кĕтеççĕ. Ăмăрту 10 сехетре пуçланать.
П.АНИСИМОВ,
хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм
Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"