МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнсен

06 февраля 2013 г.

Çитес вырсарни кун, кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче, пирĕн çĕр-шывра "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2013 çул" массăллă чупу иртет.

Старта тухакансене тухтăр сĕнĕвĕсем кирлех пулĕ. Мĕншĕн тесен унта ватти, вĕтти, çамрăкки, шкул ачи йышлă хутшăнĕ.

Йĕлтĕрпе ярăнни сывлăхшăн питĕ усăллă. Вăл стреспа депрессирен тухма пулăшать. Йĕлтĕрçĕсемшĕн спорт тумтирне, ботинкăна пĕлсе суйласа илни вырăнлă. Ботинкăна çăмлă нускипе тăхăнма пăхса илмелле. Вăл урана ан хĕстĕр. Тăвăррипе инçе çула каяймăн, вăл урасене часах шăнтать. Тумтир те çăмăл пулмалла, "сывлакан" çемçе куртка темрен те лайăх ку чухне.

Ăмăрту пулнă кун ытлашши çимелле мар. Лайăх ирĕлекен апата час-часах, анчах кăштах кăна çимелле. Рационта углеводсен шайне ỹстермелле. Анчах ăмăртăва тухас умĕн шыв пирки шухăшламаллах. Старта тухас умĕн 40 минут е 1 сехет маларах 400-600 мл шыв ĕçмелле, анчах сиввине мар.

Ăмăртăва терапевт, педиатр пур енлĕн тĕрĕсленĕ хыççăн çеç хутшăнма юрать. 40 çултан иртнисен вара ЭКГ кăтартăвĕ пулмалла. Çавăн пекех спорта юратакансен пурин те ăмăртăва хутшăнма ирĕк пани çинчен справка илмелле.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика