08 мая 2015 г.
Елчĕкри тĕп стадионта çамрăк çăмăл атлетсем хамăр ентеше, Олимп вăййин бронза медалĕн хуçине, СССР спорт мастерне А.В.Игнатьева халалланă чемпионатра вăй виçнĕ.
Çамрăксем 100, 200, 400, 800, 3000 метрлă дистанцисене тухнă, çỹллĕшне, тăршшĕне сикнĕ, йĕтре тĕртнĕ.
Вăтам шкулсен командисенчен Елчĕксем - пĕрремĕш, Курнавăшсем - иккĕмĕш, Аслă Елчĕксем - виççĕмĕш, тĕп шкулсенчен Чăваш Тăрăмсем - пĕрремĕш, Патреккелсем - иккĕмĕш, Кивĕ Эйпеçсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Источник: "Елчĕк Ен"