08 мая 2015 г.
Елчĕкри тĕп стадионта вăтам ушкăнри çамрăк футблистсем "Сăран мечĕк" клуб призĕсемшĕн кĕрешнĕ.
Ăмăртура Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем - пĕрремĕш, Лаш Таяпасем - иккĕмĕш, Патреккелсем - виççĕмĕш вырăнсенче. "Чи лайăх вратарь" ята К.Козлов (Елчĕк шкулĕ), "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" ята Н.Александров (Лаш Таяпа шкулĕ), "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята К.Тябуков (Елчĕк шкулĕ) тивĕçнĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"