МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çамрăк спортсмен

18 июля 2015 г.

Пултаруллă çамрăк спортсмен

Елчĕк районĕ спортсменсемпе паллă. Вĕсенчен пĕри - Эдуард Георгиевич Адюков. Эдик 20 çулта кăна пулсан та чăваш кĕрешĕвĕпе «Кĕрешÿ ăсти» ята тивĕçнĕ. Пултаруллă çамрăк спортсменпа тĕл пултăмăр, çитĕнÿсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

- Эдик, эсир кĕрешессипе çеç е тата ытти спорт енĕпе те туслă?

- Тĕрĕссипе, кам спортпа туслă, вăл пĕтĕм енĕпе те аталаннă. Анчах та эпĕ ытларах кĕрешессипе интересленетĕп. Эпĕ пĕчĕкренпех тĕллев лартнă - спорт мастерĕн кандидачĕ пулма.

- Эсир спортпа миçе çул каялла кăсăкланма тытăннă?

- Кĕрешме эпĕ иккĕмĕш класранах пуçланă. Манăн атте, Георгий Владимирович Адюков, ялта тренер пулса ĕçлет. Вăл мана мĕн пĕчĕкренех спорт залне çÿреме хăнăхтарнă.

- Хăвăр çĕнсе илнĕ грамотăсене, медальсене, кубоксене шутлама юрамасть. Эсир вара вĕсене шутланă-и?

- Манăн йăмăк яланах вĕсене шутласа пăхма ыйтать, анчах эпĕ çакна хирĕçлетĕп. Вĕсем вара питĕ нумай: 100-е яхăн медаль, 10 ытла кубок, грамотăсен йышне пĕлес те çук.

- Сирĕн пĕчĕк шăллу пур. Вăл вара сирĕнпе кĕрешме çÿрет-и?

- Манăн шăллăм иккĕмĕш класа кăна çÿрет. Анчах унăн кубоксемпе медальсем те пур. Вăл мана хăваласа çитме тĕллев лартнă. Кашни ăмăртăва хутшăнма тăрăшать.

- Эсир кĕрешетĕр. Паллах, чылай хулара пулса курнă. Мĕн каласа пама пултаратăр пире кун пирки?

- Эпĕ Мускав, Иваново, Самар, Ульяновск, Татарстан тăрăхĕсенче пулса курнă. Кĕрешмен пулсан вĕсенче пулас та çукчĕ. Пĕчĕкренпех тĕрлĕ хуласенче пулма хăнăхнă эпĕ. Хуласен историйĕпе эпĕ ахаль те интересленетĕп. Кун пек çÿресе вара хамăн куçпа та куратăп.

- Эсир пуçламăш классенченех спортпа интересленетĕр. Тен, пулас професси те çакăнпах çыхăннă?

- Çапла, анчах ку вăрттăнлăха эпĕ халех уçасшăн мар.

- Мĕн сĕнме пултаратăр вулакансене?

- Вулакансене манăн спортпа яланах туслă пулмалла тесе калас килет. Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашсан кайран хăвăра пурăнма, çÿреме питĕ çăмăл пулать. Спорт чир-чĕртен те сыхлать.

К.АДЮКОВА калаçнă.

Сăнÿкерчĕкре: Э.Адюков.

А.Карлин сăнÿкерчĕкĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика