08 июля 2015 г.
Кăçалхипе 9-мĕш хут иртрĕ Ленин орденлĕ "Победа" колхозри пысăк тухăçлă çĕр ĕçченне - Социализмла Ĕç Геройне Иван Алексеевич Михайловские асăнса йĕркеленĕ футбол турнирĕ.
Çак ăмăртăва ирттересси йăлана кĕнĕ. Ăна йĕркелекенсем кашни çулах Аслă Пăла тăрăхĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсенче пысăк тухăçлă тырпул çитĕнтерессипе палăрнă ентеше аса илеççĕ. Кăçал та турнир пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ЧР бокс федерацийĕн президенчĕ В.Лаптев, "Комбайн" ЯХПК ертỹçи Г.Федоров, педагогика тата пичет ветеранĕсем Н.Богданов, И.Иноходов, спорт ветеранĕсем А.Портновпа М.Чермаков Иван Алексеевич Михайловскин пархатарлă ĕçĕ-хĕлне аса илчĕç, спорт тусĕсене ăнăçусем сунчĕç. Турнира пурĕ 10 команда хутшăнчĕ: Акчел, Лаш Таяпа, Кушкă, Кавал, Исемпел, Тутарстанри Пăва районĕнчи Мăкăр ялĕсен футболисчĕсем, çавăн пекех Аслă Пăла Тимеш ялĕн 4 команди. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылярĕç. Çурма финалта вара Исемпелпе Аслă Пăла Тимешри "Юман", Аслă Пăла Тимешри çитĕннисен тата Кавалти "Олимп" командăсем тĕл пулса вылярĕç. Пĕрремĕшĕнче Исемпелсем 3:0, иккĕмĕшĕнче площадка хуçисем 1:0 шутсемпе çĕнтерчĕç. Вĕсемех куçса çỹрекен кубокшăн финалта кĕрешрĕç. Тĕп тата хушса панă вăхăт 0:0 шутпа вĕçленчĕ. Пенальтие вара Аслă Пăла Тимешри çитĕннисен команди ăнăçлăрах тапрĕ - 3:2.
Турнир вĕçленсен чи лайăх вылякансене палăртрĕç: "Чи лайăх вратарь" - С.Чермаков (Исемпел), "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" - Д.Михайловский (Аслă Пăла Тимеш), "Чи лайăх çурма хỹтĕленсе вылякан" - Е.Носов (Кавал), "Чи лайăх тапăнса вылякан" - Д.Матвеев (Мăкăр), "Чи лайăх бомбардир" - Ф.Деомидов ("Юман"). Кунсăр пуçне Аслă Пăла Тимешри Александр Портнов çемйи "Чи лайăх судья" тата "Чи лайăх вылякан" ятарлă призсем çирĕплетнĕ. Вĕсене Ю.Алексеев (Кивĕ Эйпеç) тата П.Михайлов (Аслă Пăла Тимеш) тивĕçрĕç.
Шупашкарти спорт шкулĕнче ĕçлекен Николай Максимов, Михайловскисен çемйин тусĕ, Аслă Пăла Тимешри И.А.Михайловский ячĕллĕ спорт залне волейбол сетки тата мечĕкĕ парнелерĕ.
А.НИКОЛАЕВ.
Сăнỹкерчĕкре: турнирти чи лайăх командăсем.
Источник: "Елчĕк Ен"