12 августа 2015 г.
1939 çултанпа паллă тăвакан куна сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансем хăйсен уявĕ тесе шутлаççĕ.
Çак кун район çыннисем А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче тỹлевсĕрех хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăннă.
Елчĕкри тĕп стадионти уявра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи А.Александрова саламланă. Тренерсемпе физкультурниксем, спорта юратакансем хăйсене тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕсленĕ. Мини-футболла выляма 5 команда тăратнă. Пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене "Сабанчино", "Булаево", "ДЮСШ" командăсем йышăннă. Дартс енĕпе О.Осипова, шашкăлла выляссипе В.Кудряшова çитекенни пулман.
Источник: "Елчĕк Ен"