26 сентября 2015 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый Пĕтĕм Раççейри чупу кунне - «Наци кросĕ - 2015» ирттересси пирки хушу кăларнă.
«Наци кросĕ - 2015» Елчĕкри Тĕп лапамра тата ял тăрăхĕсенче 2015 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче 12 сехетре пуçланать. Ăна ирттерме районта, ял тăрăхĕсенче йĕркелÿ комитечĕсем туса хунă. Чупăва ирттерме район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, çăмăл атлетикăн районти федерацийĕ, судьясен тĕп коллегийĕ тÿрремĕнех яваплă.
«Наци кросĕ - 2015» чупăва сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене, çуран чупма юратакансене пурне те йыхравлаççĕ.
Дистанци кашни ÿсĕмшĕн тĕрлĕрен: 1000 метра VIP ушкăнри арçынсемпе хĕрарăмсем, 2006 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрачасемпе арçын ачасем, 2000 метра 1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсемпе яшсем, 3000 метра 1997 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсем чупаççĕ. /Ял тăрăхĕсенче вырăнти условисене кура дистанци тăршшĕне улăштарма пултараççĕ/.
«Наци кросĕ - 2015» программи çакăн пек:
8:30-11:00 - чупăва хутшăнакансене регистрацилени;
11:00-11:30 - ăмăртăва хутшăнакансене дистанцисем тăрăх пайлани;
11:30-12:00 - чупăва официаллă майпа уçни;
12:10-12:30 - 1000 метрлă дистанцири старт;
12:30-12:45 - 2000 метрлă дистанцири старт;
12:45-13:00 - 3000 метрлă дистанцири старт;
13:15-13:30 - çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслани;
13:30-13:45 - чупăва официаллă майпа хупни.
Чупăва хутшăнма тухтăрсем ирĕк панисем пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене, çавăн пекех чи çамрăк тата чи аслă участниксене грамотăсем тата призсем парса чыслаççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"