26 сентября 2015 г.
Çуллахи XXVII Олимп вăййисен бронза призерĕ В.Андреев хăйĕн спортри çулне Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ П.Самсонов патĕнче пуçланă. Петр Николаевич 5 СССР спорт мастерне хатĕрленĕ. Спортри çитĕнÿсемшĕн вăл 2001 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» ята тивĕçнĕ. Шел, пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ П.Самсонов. Çапах та ăна Елчĕк тăрăхĕнче манмаççĕ - ăна асăнса çăмăл атлетсен кросне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл пиллĕкмĕш хут иртнĕ. Ăмăртăва Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи шкулсенчи 250 ытла çамрăк çăмăл атлет хутшăннă. Итогсене пĕтĕмлетнĕ чухне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисен спортсменĕсен чи лайăх 5 результатне, вăтам шкулсенчен 8 результатне шута илнĕ.
Тĕп шкулсенчен Хăвăлçырмасен, Патреккелсен, Чăваш Тăрăмĕсен, вăтам шкулсенчен Елчĕксен, Çирĕклĕ Шăхальсен, Курнавăшсен командисем çĕнтернĕ. Вĕсене медальсем, грамотăсем, призсем парса чысланă.
Источник: "Елчĕк Ен"