19 сентября 2015 г.
2015 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри черетлĕ чупу - «Наци кросĕ» иртет. Унта çулсеренех тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем - ача сачĕсен воспитанникĕсенчен пуçласа ветерансем таранах - хутшăнаççĕ. Çак кун спорта юратакансем массăллăн старта тухаççĕ. Чăваш Енре «Наци кросĕ» кăçал вуниккĕмĕш хут иртет.
Елчĕк енри çуран чупма юратакансем Елчĕкри Тĕп лапама пуçтарăнаççĕ. Чупу, пĕтĕм çĕршыври пекех, 12 сехетре пуçланать.
Районти кашни организаци, учреждени, предприяти, шкул, ватти-вĕтти халăх чупăвне хутшăнасса шанатпăр.
Источник: "Елчĕк Ен"