МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи спорт сезонĕ хупăнчĕ

10 октября 2015 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх çуллахи спорт сезонне çуркунне «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕнчен пуçлаççĕ. Кĕрхи кунсем çитсен çăмăл атлетсем юлашки хут старта - эстафетăна тухаççĕ.

Юлашки кунсенче çанталăк хăвăрт сивĕтсе пăрахрĕ. Çапах та çакă районти çуран чупма юратакансене чăрмав кÿмерĕ. Эстафетăна хутшăннă кашни çăмăл атлет дистанцие /вăл 400 метрпа танлашать/ ăнăçлă вĕçлеме тăрăшрĕ.

Чи малтанах старта район администрацийĕнче ĕçлекенсем тухрĕç. 5 команда хутшăннă ăмăртура ялхуçалăх пайĕпе культура пайĕн пĕрлештернĕ команди мала тухрĕ. Финанс пайĕ - иккĕмĕш, организациллĕ ĕçсемпе ятарлă программăсен пайĕн пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Унтан ял тăрăхĕсен командисем тупăшăва хутшăнчĕç. 9 ял тăрăхĕнчен тăваттăшĕ çеç эстафетăна тухрĕ. Кунта Аслă Елчĕксене çитекенни пулмарĕ. Кĕçĕн Таяпасемпе Елчĕксем те призерсен йышне кĕчĕç.

Предприятисемпе организацисем хушшинчи тупăшура «Улăп» ФОК команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин атлечĕсем - иккĕмĕш вырăнта.

Ялхуçалăх предприятийĕсен 5 команди старта тухрĕ. Чи малтисем, пĕлтĕрхи пекех, «Рассвет» ЯХПКра ĕçлекенсем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - «Яманчурино» ООО, Ленин ячĕллĕ ЯХПК командисем.

Кĕркуннехи эстафета илемĕ вăл - районти шкулсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Вĕсем кашни çулах старта йышлăн тухаççĕ, хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем хушшинчи тупăшу та пысăк шайра.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче ĕçлекенсенчен Кивĕ Эйпеçсем, Патреккелсем, Кĕçĕн Таяпасем, вăтам шкулсенчен Аслă Елчĕксем, Елчĕксем, Курнавăшсем палăрчĕç.

Эстафетăна шкулсенче вĕренекенсем вĕçлерĕç. Тĕп шкулсенчен Хăвăлçырмасем, Елчĕксем, Тăрăмсем, вăтам шкулсенчен Елчĕксем, Курнавăшсем, Çирĕклĕ Шăхальсем пьедестал картлашкисем çине хăпарчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе призсем парса чысларĕç.

Çуран чупма юратакансен çуллахи спорт сезонĕ вĕçленчĕ пулин те, çакă лăпланса лармалла тенине пĕлтермест - ăсталăха малалла туптамалла, çитес çулхи çуллахи спорт сезонне хатĕрленмелле...

А.КАРЛИН.

Фоторепортаж

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика