14 октября 2015 г.
1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах спортсменсем алă вăйне виçессипе ăмăртнă. Унта 100 ытла атлет хутшăннă.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен Патреккелсем мала тухнă. Тĕмерсемпе Кĕçĕн Таяпасем те призерсен йышне кĕнĕ.
Вăтам шкулсенчен Елчĕксене çитекенни пулман - вĕсем çĕнтерÿçĕсем. Курнавăшсемпе Кушкăсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсем парса чысланă.
Источник: "Елчĕк Ен"