18 ноября 2015 г.
Нумай çул Чăваш Республикин чемпионĕ тата рекордсменĕ ятсене тивĕçнĕ, СССР спорт мастерне И.Портнова асăнса Аслă Пăла Тимешре йывăр атлетика енĕпе районти уçă чемпионат иртнĕ.
Турнира Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Патăрьел районĕнчи, Вăрнар поселокĕнчи, хамăр районти Елчĕк, Кивĕ Эйпеç, Çĕнĕ Пăва, Патреккел, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенчи 60 ытла йывăр атлет хутшăннă. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Портнов, Аслă Пăла Тимешри шкул директорĕ Г.Пчелова, И.Портновăн çывăх юлташĕсем В.Анисимовпа В.Викторов саламланă, ăнăçу суннă.
Ăмăрту хĕрÿ иртнĕ. Командăсенчен Аслă Пăла Тимешри «Юман» спорт клубĕн атлечĕсем - пĕрремĕш, Елчĕкпе Кивĕ Эйпеçри шкулсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Хĕрсем хушшинче абсолютлă чемпион ятне Раççей спорт мастерĕ Л.Иноходова çĕнсе илнĕ. Тĕп приз - А.Портнов аллинче.
Турнирăн чи вăйлă атлет титулĕшĕн Раççейĕн 3 спорт мастерĕ - Д.Исаков, А.Мышов, П.Портнов хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ пынă. Кунта Патăрьел районĕн атлечĕ А.Мышов абсолютлă чемпион пулса тăнă. И.Портновăн çемйи çирĕплетнĕ ятарлă приза П.Портнов /«Юман»/ çĕнсе илнĕ. Чи çамрăк атлет - Д.Князев /Елчĕк/. В.Демьяновпа /Елчĕк/ А.Алексеев /Вăрнар/ ветерансем те ятарлă призсене тивĕçнĕ. Уйрăм атлетсем хăйсен виçисенче хĕрÿ кĕрешÿре пьедестал çине хăпарнă. Хĕрачасемпе хĕрсенчен: 36 кг. 1. М.Яковлева /Кивĕ Эйпеç/. 40 кг. 1. Т.Боброва /Патăрьел/. 2. К.Яковлева /Кивĕ Эйпеç/. 48 кг. 1. Л.Иноходова /«Юман»/. 2. Л.Николаева /Патăрьел/. 3. И.Степанова /Патăрьел/. 53 кг. 1. Л.Ильина /Кивĕ Эйпеç/. 2. Т.Семенова /Патăрьел/. 58 кг. 1. М.Портнова. 2. Ю.Веникова. 3. М.Артемьева /виççĕшĕ те «Юман» спортклубран/. 63 кг. 1. Е.Семенова /Патăрьел/. 69 кг. 1. А.Федорова /Патăрьел/.
Арçын ачасемпе каччăсенчен: 30 кг. 1. А.Панкратов. 2. Д.Перцев. 3. А.Абрамов /Кивĕ Эйпеç/. 34 кг. 1. А.Портнов /«Юман»/. 2. Д.Носов /Кивĕ Эйпеç/. 38 кг. 1. С.Демьянов /Елчĕк/. 2. А.Перцев /Кивĕ Эйпеç/. 42 кг. 1. А.Сахров /Кивĕ Эйпеç/. 2. Т.Павлов /Патăрьел/. 3. А.Александров /Кивĕ Эйпеç/. 46 кг. 1. П.Леонтьев /Патăрьел/. 2. Д.Исаев. 3. Д.Борисов /иккĕшĕ те Елчĕкрен/. 50 кг. 1. В.Семенов /Кивĕ Эйпеç/. 2. С.Григорьев. 3. И.Хушкин /иккĕшĕ те Елчĕкрен/.
Арçынсенчен: 56 кг. 1. Д.Перцев /Кивĕ Эйпеç/. 2. В. Аляшкин /Патăрьел/. 3. А.Ильин /Кивĕ Эйпеç/. 62 кг. 1. Д.Исаков /Патăрьел/. 2. А.Носов /Кивĕ Эйпеç/. 69 кг. 1. А.Мышов /Патăрьел/. 2. П.Филимонов /Патреккел/. 3. С.Иванов /Çĕнĕ Пăва/. 77 кг. 1. А.Никитин /«Юман»/. 2. П.Ягудин /«Юман»/. 3. А.Афанасьев /Вăрнар/. 77 кг йывăртарах. 1. П.Портнов /«Юман»/. 2. А.Марков /Кивĕ Эйпеç/. 3. Н.Васильев /Елчĕк/.
Ăмăртăва йĕркелекенсем И.Портнов, Д.Портнов, А.Портнов, И.Скрипкин, В.Михайловский, С.Лепешкин, В.Анисимов, Н.Ягудин, В.Никитина, В.Иноходов, Э.Артемьева, А.Сорокина, В.Портнова, Е.Каширина, О.Викторова, Т.Викторова çемйисене, «Победа» ООО директорне Н.Головина, Аслă Пăла Тимешри шкул директорне Г.Пчеловăна, «Геосервис» ООО директорне О.Макарова тав тăваççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"