18 ноября 2015 г.
Елчĕкри Спорт çуртĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем Елчĕкре çуралса ÿснĕ, анчах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă А.Скворцова, М.Кириллова, Э.Дмитриева, А.Кедрова, Ю.Иванова асăнса ирттернĕ районти ăмăртăва хутшăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Р.Григорьев саламланă хыççăн кавир çине 120 ытла спортсмен тухрĕ. Хăйсен виçисенче Н.Петрова, К.Лапшина /Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкул/, Д.Крысов, Д.Иванов, А.Евстафьев, А.Лапшина, П.Галошев /Елчĕк/, Р.Иванов /Çĕнĕ Пăва/, С.Мисяков, А.Хушкин, К.Лазарев /Аслă Елчĕк/, Р.Галошев, Д.Мекшеев, П.Шавкин, А.Блинов /Кушкă/, Я.Логинов /Патăрьел/ çĕнтерчĕç.
Командăсенчен Елчĕкри, Кушкăри, Аслă Елчĕкри вăтам, Тăрăмри тĕп шкулсенчи кĕрешÿçĕсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсен ретне тăчĕç.
Ятарлă призсене К.Лазарев /Аслă Елчĕк/, А.Лапшина /Çирĕклĕ Шăхаль/, А.Кантеев /Аслă Елчĕк/ илме тивĕçрĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсем, грамотăсемпе кубоксем, призсем парса чысларĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"