13 января 2016 г.
Районта çурт-йĕре, тĕп лапамсене, çуртсем умĕнчи территорисене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе илемлетес тĕлĕшпе конкурс иртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ялсенче конкурса епле хатĕрленнипе паллашсах тăчĕ. Районти комисси те кашни яла çитсе курчĕ. Вăл çакна палăртрĕ: организацисемпе учрежденисен ертÿçисем, уйрăм предпринимательсем, ял çыннисем уявсене хатĕрленсе территорисене илемлетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Уяв асамлăхĕ кашни ялтах ырă йĕр хăварчĕ.
Ял тăрăхĕсем хушшинче уйрăмах Елчĕксемпе Курнавăшсем палăрчĕç. Вĕсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта -Аслă Пăла Тимеш, виççĕмĕш вырăна Аслă Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсем пайларĕç.
Предприятисемпе учрежденисем тата организацисем хушшинчи тупăшура чи маттуррисем Курнавăш ялĕнчи культура çурчĕ /заведующийĕ П.Смирнов/ тата А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт комплексĕ /директорĕ Р.Григорьев/ пулчĕç. Йăлтăр-ялтăр уяв çутисем инçетренех савăнтарчĕç халăха.
Иккĕмĕш вырăна Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул /директорĕ В.Карчиков/ тата Елчĕкри тĕп больница /тĕп врачĕ Н.Уркова/ пайларĕç. Виççĕмĕш вырăна Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ /Силуан иеромонах /Козлов/ çĕнсе илчĕ.
Уйрăм çын хуçалăхĕсенчен В.Петров /Таяпа Энтри/ - пĕрремĕш, Ю.Александров /Аслă Пăла Тимеш/ - иккĕмĕш, С.Иванов /Çĕнĕ Пăва/ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Вак бизнес предприятийĕсенчен илемлĕх енĕпе /кунта суту-илÿ, апатлану тата йăла пулăшăвĕсем паракан предприятисем кĕреççĕ/ «Водолей» лавккана çитекенни пулмарĕ. Елчĕкри В.Изратов предприниматель çулсерен çак конкурса пысăк активлăхпа хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Елчĕкри В.Ершовăн «Арсенал» магазинĕ, А.Черновăн «Меридиан» суту-илÿ çурчĕ - иккĕмĕш, Елчĕкри Н.Прохорован «Мечта» сĕтел-пукан салонĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Районти конкурс çĕнтерÿçисем дипломсем илме тивĕç пулчĕç.
Сăнÿкерчĕкре: çĕнтерÿçĕсене чысланă самант.
Источник: "Елчĕк Ен"