МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет

06 февраля 2016 г.

Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупу 1982 çултанпа иртет.

Хĕллехи спорт уявне хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал Раççейĕн 72 регионĕнчи спорта юратакансем çак массăллă ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупма юратакансемпе пĕрле профессионал-спортсменсем, олимпиецсем, спорт ветеранĕсем старта тухаççĕ. Çавăн пекех хĕллехи спорт уявне паллă политика тата патшалăх деятелĕсем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемпе хуласен, районсен пуçлăхĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем те хутшăнаççĕ.

Районта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» массăллă чупу Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче, ял тăрăхĕсен тĕп ялĕсенче иртет. Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура 11 сехет те 45 минутра уçаççĕ. Массăллă чупу 12 сехетре пуçланать. VIP чупура арçынсемпе хĕрарăмсем - 1 çухрăма, 50 çула çитмен арçынсемпе 7-11 классенче вĕренекен арçын ачасем - 2 çухрăма, 45 çула çитмен хĕрарăмсемпе 7-11 классенче вĕренекен хĕрачасем - 1,5 çухрăма, 51 çултан аслăрах арçынсемпе 46 çултан аслăрах хĕрарăмсем, 4-6 классенче вĕренекен арçын ачасемпе хĕрачасем 1 çухрăма чупаççĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.

Хĕллехи спорт уявне хутшăнма чĕнетпĕр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика