06 февраля 2016 г.
Республикăри ялти çуллахи XVIII вăйăсен финалĕ кăçал Шупашкар районĕнче çĕртме уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче иртĕ.
Ялта пурăнакан спортсменсем спортăн 17 тĕсĕпе ăмăртĕç. Вăйăсен программи анлă: армспорт, кĕрешÿ, кире пуканĕ йăтасси, волейбол, городки, çăмăл атлетика, мини-лапта, масс-реслинг, сĕтелçи теннисĕ, полиатлон, самбо, канат туртасси. Çавăн пекех вăйăсенче дояркăсем, механизаторсем, спорт çемйисем те хăйсен ăсталăхне кăтартĕç. Çĕнтерÿçĕсем Саратов облаçĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри ялти спорт вăййисене хутшăнĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"