МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк атлетсем савăнтараççĕ

10 февраля 2016 г.

Çамрăк атлетсем савăнтараççĕ

Мана, Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ ĕçпе спорт ветеранне, юлашки вăхăтра ялти хăш-пĕр шкулсенче вĕренекен е хăйсен пĕлĕвне тата ăсталăхне малалла тĕрлĕ хуласенче ÿстерекен атлетсен çитĕнĕвĕсем уйрăмах савăнтараççĕ.

Январь уйăхĕн варринче Çĕнĕ Шупашкарти çĕнелнĕ, шĕкĕр манежра республика Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта тата Атăлçи федераци округĕсенче мала тухассишĕн вăтăра яхăн регионти 900 ытла çăмăл атлет вăй виçрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, вĕсенче çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди тухрĕ.

Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче пирĕн республикăри хĕрсенчен чи малтан 18 çулти Кивĕ Эйпеç пики, Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Зинаида Антонова палăрчĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕн Николай Захаровăн вĕренекенĕ 800 метрлă дистанцие 2 минут та 15,96 çеккунтра чупса тухрĕ, Пенза облаçĕнчи Елена Смирновăна пурĕ те 0,25 çеккунт выляса ярса, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çывăх кунсенчех Ардалион Игнатьев олимпиецăн тата Кивĕ Эйпеçрен тухнă тĕнче спорт мастерĕн Александр Васильевăн çĕнтерĕвĕсемпе хавхаланса çитĕнекен Зинаида Чăваш Ен чысне Раççейĕн хĕллехи чемпионатĕнче хÿтĕлет. Иккĕленместĕп, Антонова кăçалхи спорт сезонĕнче Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçлатех.

Кивĕ Эйпеçри Алина Панкратова штангисткăпа Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕренекен, кире пуканĕ йăтма юратакан Ксения Тунгулован тата 15-17 çулсенчи яшсемпе хĕрсен кăтартăвĕсем те тĕлĕнтереççĕ.

Январь вĕçнерех Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче йывăр атлетика енĕпе республикăри çамрăксен тата яшсемпе хĕрсен ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Чи çамрăк хĕрсен ушкăнĕнче 44 килограмлă виçере ăмăртнă Виталий Марков учителĕн вĕренекенĕ Алина Панкратова 45 килограмлă штангăна помост çинчен тÿрех çĕклесе илчĕ /рывок/, иккĕмĕш хăнăхтарура 59 кг снаряда тĕртрĕ, çапла майпа 15 çулхи Кивĕ Эйпеç пики икĕ енлĕ кĕрешÿре 104 кг пухса, республика чемпионки ятне çĕнсе илчĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Çак ăмăртурах хăйсен виçинче çавăн пекех пĕрремĕш вырăнсене Елчĕк районĕнчи А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕренекен Мария Яковлева, Максим Марков, Алексей Андреев тата Артем Перцев йышăнчĕç.

Юниорсен ушкăнĕнче республикăн абсолютлă чемпионĕ ятне те пирĕн ентеш, Курнавăш ялĕнчи спорт мастерĕ Василий Новиков çĕнсе илчĕ. Елчĕкри спорт шкулĕн пуçăруллă тренерĕн, ĕçпе спорт ветеранĕн Н.Е.Молоствовăн 19 çулти мухтавлă вĕренекенĕ, Пĕтĕм Раççейри турнирсен çĕнтерÿçи Новиков хальхинче икĕ енлĕ кĕрешÿре 265 /125+140/ кг пухрĕ, çĕршыв чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ.

Çак кунсенче ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри шкул ачисен йăлана кĕнĕ спартакиади пуçланчĕ. Чи малтан кĕрешĕве 18 районти, Канаш, Шупашкар тата Улатăр хулисенчи кире пуканĕ йăтакансем тухрĕç. Пĕлтĕр çакăн пек турнирта пĕрремĕш вырăна Йĕпреç тăрăхĕнчи çамрăк пăхаттирсем тухнăччĕ. Хальхинче 1-3 вырăнсене Елчĕк, Йĕпреç тата Куславкка районĕсен командисем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăри атлетсенчен спартакиада чемпионĕ ятне А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ спорт шкулĕнче тата тĕрлĕ вăтам шкулсенче вĕренекен Ксения Тунгулова /Лаш Таяпа/, Мария Зайцева /Çĕнĕ Пăва/, Андрей Кузнецов /Патреккел/, Дмитрий Кузьминпа Андрей Данилов /иккĕшĕ те Елчĕкрен/ тивĕçрĕç.

Петр СИДОРОВ,
Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ.

Сăнÿкерчĕкре: кире пуканĕ йăтакансен Елчĕк район команди.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика