10 февраля 2016 г.
Февралĕн 6-мĕшĕнче «Улăп» ФОКра Пĕтĕм Раççейри «Ĕçе тата çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр» ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн хĕллехи фестивалĕн район шайĕнчи пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 11-17 çулсенчи вĕренекенсем, ГТОн III, IV, V ступенĕсене кĕрекенсем, идентификаци номерне илнисем хутшăнчĕç.
Фестиваль программине ГТО нормативĕсене пурнăçлассине кĕртнĕ: вырăнтан тăршшĕне сикесси, турник çинче туртăнасси, кăкăр çине выртса икĕ алла хуçлатса урайĕнчен тĕртĕнесси, çурăм çине выртса кĕлеткене çĕклесси, йĕлтĕрпе чупасси.
Фестивалĕн 1-мĕш тапхăрĕнчи çĕнтерÿçĕсем район командин йышĕнче /кашни ступеньрен /ÿсĕмрен/ икшер хĕрача тата арçын ача/ республикăри ăмăртăва хутшăнаççĕ. Вăл Шупашкарта февралĕн 25-мĕшĕнче иртет.
ГТО физкультурăпа спорт комплексĕ пирĕн çĕршывра 1931-1991 çулсенче ĕçленĕ. Халĕ вăл çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрать. Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вара ГТО комплексне шкулсенче ĕçе кĕртме пуçланă.
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ГТО нормисене парассине хăйсен ирĕкĕпе 6 çулхи ачаран пуçласа 70 çул таранхи гражданин хутшăнма пултараççĕ.
ГТО комплексĕ, тĕрлĕ çулсенчи çынсене кура, 11 ступеньрен тăрать. Нормативсене унăн кăткăслăхне кура виçĕ ушкăна пайланă. Вĕсем ылтăн, кĕмĕл, пăхăр знакĕсене палăртаççĕ. Анчах çак паллăсене идентификаци номерĕсĕр илме май çук. Малтанах www.gto.ru сайта кĕрсе регистрациленмелле. Унта кашни ступеньри норматива пурнăçламалли треброванисемпе ытти информаципе паллашма пулать.
Источник: "Елчĕк Ен"