10 февраля 2016 г.
Шăматкун 29-мĕш хут иртрĕ Елчĕкри спорт çуртĕнче пĕртăван Клементьевсен парнисене çĕнсе илессишĕн йывăр атлетика енĕпе республикăри турнир.
Кăçалхи турнира тĕрлĕ çулсенчи 50 яхăн штангист хутшăнчĕ. Вĕсене ăмăрту пуçланиччен Елчĕк районĕнчи йывăр атлетика спорчĕн федерацийĕн председателĕ П.Скворцов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Р.Григорьев саламларĕç. Ăмăртура уйрăм спортсменсем тата командăсем хушшинче çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.
Командăсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тата куçса çÿрекен кубока Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кивĕ Эйпеç ялĕн тата Курнавăш ял тăрăхĕн командисем.
Аслă Пăла Тимешри «Юман» спорт клубне çÿрекенсем мала тухнă командăсенчен кăшт анчах кая юлчĕç.
Сăнÿкерчĕкре: Борис Клементьев çамрăк штангистсемпе.
Источник: "Елчĕк Ен"