17 февраля 2016 г.
Нарăс уйăхĕнче йĕлтĕрпе чупма юратакансем «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва тухаççĕ. Вăл Раççейре 1982 çултанпа, Чăваш Енре 2005 çултанпа иртет. Кашни çулах спорт уявне хутшăнакансен йышĕ ÿссе пырать. Кăçал çеç республикăра сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан 56 пин ытла, Елчĕк тăрăхĕнче 770 ытла çын йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ.
Иртнĕ вырсарникун Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕ çынсен савăнăçлă сассисемпе тулчĕ.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» массăллă чупăва хутшăнакансене Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый саламларĕç. Вĕсем массăллă чупăва хутшăнакансене сывлăх, ăнăçу сунчĕç. «Эпир пĕрле, сывă та активлă пулсан, Раççей те вăйлă, пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерĕпĕр», - палăртрĕ Светлана Петрова. Унăн сăмахне Елчĕксем алă çупса ырласа йышăнчĕç.
Унтан йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем старта тухрĕç. Чи малтанах массăллă чупăва шкулсенчи пуçламăш классенче вĕренекенсем пуçларĕç. Кунта Д.Можаев, Д.Сайкин, Н.Пекпатров, К.Максимова, А.Архипова, А.Данилова палăрчĕç. Ун хыççăн VIP-чупăва район, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Çак ушкăнта чи вăйлисем А.Миллин, В.Изратов, С.Скворцов, Н.Борисова, М.Павлова, А.Воробьева пулчĕç.
Старт хыççăн старт. 5-7 классенче вĕренекен хĕрачасенчен Д.Моховăна, А.Петровăна, Е.Ишмуратовăна, арçын ачасенчен М.Афанасьева, Д.Волкова, А.Чернова çитекенсем пулмарĕç. 8-11 классенче вĕренекен Е.Агеева, А.Краснова, Ю.Адюкова, Р.Романов, А.Данилов, Д.Казначеев та пултаруллисен йышне кĕчĕç.
45 çула çитмен хĕрарăмсенчен Л.Адюкова, А.Афанасьева, И.Петрова, 50 çула çитмен арçынсенчен А.Васильев, Ю.Рахмуллин, А.Ермолаев палăрчĕç.
Çулĕсемпе аслă пулин те, йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвне хутшăнакансем те чылай пулчĕç. 46 çултан иртнĕ хĕрарăмсенчен Н.Афанасьева, В.Немцева, З.Васильева, 51 çултан аслăрах арçынсенчен Н.Адюков, В.Петров, В.Егоров хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сăмах май, Николай Адюкова, тивĕçлĕ канура пулин те, час-часах йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма пулать. «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин районти канашне, спорт комитетне ертсе пынă, Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ халĕ те спорт ăмăртăвĕсенчен айккине юлмасть.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» массăллă чупăва Елчĕкри вăтам шкул, районти тĕп больницăн, «Улăп ФОК, «Прогресс» АХО, ветстанцин, район администрацийĕпе ял тăрăхĕн, ача сачĕсен тата ытти коллективсем хастар хутшăнчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине 3 çулхи Антон Никонов, чи ваттисенчен 76 çулпа пыракан Ф.Квасов тăни те чуна çĕклерĕ.
Хăйсен ушкăнĕсенче çĕнтернисене дипломсемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» массăллă чупу ытти ял тăрăхĕсенче те иртрĕ.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче çак кун 136 çын йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ. Кунта Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам, Тĕмерти, Хăвăлçырмари тĕп шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ял тăрăхĕнче, культура, медицина учрежденийĕсенче, Ваттисен çуртĕнче тăрăшакансем пултарулăхне кăтартрĕç. Ветерансем те старта тухрĕç - 69 çулпа пыракан Р.Федорова чи малтан килчĕ.
Массăллă чупăва хутшăннисене вĕри чейпе сăйларĕç, культура ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарчĕç.
Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче те сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем чылай. Кĕçĕн Таяпа тĕп шкулĕн стадионĕнче иртнĕ чупăва ватти те, вĕтти те хастар хутшăнчĕ.
63 çулхи А.Головин, 65 çулхи П.Трофимов та старта тухрĕç, дистанцие ăнăçлă вĕçлерĕç. «Таябинка» ача сачĕн воспитанникĕсем П.Морозовăпа А.Павлов та мухтава тивĕç.
Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче ăмăртакансен йышĕ те пысăк - йĕлтĕр спортне кăмăллакан 200 яхăн çын йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ. Чупăва хутшăннисен кăмăлне вĕри чей, çатма икерчи çĕклерĕ.
А.КАРЛИН.
Источник: "Елчĕк Ен"