05 марта 2016 г.
Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренекенсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерĕ, СССР пĕрлештернĕ командин членĕ пулнă Владимир Иванович Филимонова асăнса черетлĕ VI турнир иртрĕ.
Хальхи ăру ун çинчен пĕлсех те каймасть пулĕ. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе 52 килограмлă виçере вăл çĕршыври чи пултаруллă спортсменсенчен пĕри шутланнă. Владимир Филимонов 1949 çулта Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. Вăл 5 çулта чухне çемйи Шупашкара куçса кайнă. Унта вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессипе туслашнă. 19 çулта СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. СССРти ăмăртусенче виçĕ хутчен кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. 1970 çулта СССР чемпионатĕнче икĕ хут Олимп чемпионне Гаджиев азербайджанеца çеç финалта выляса янă. Анчах чире пула пирĕн ентеш пурнăçран çамрăкла уйрăлса кайнă. Çапах та ăна асра тытаççĕ, унăн ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ.
Ентеш ячĕпе йĕркеленĕ турнира уçма В.Филимонова пĕлнĕ çынсем хутшăнчĕç. Ăмăртăва вара районти шкулсенчи 90 яхăн спортсмен хутшăнчĕ.
Турнирта Давид Крысов, Денис Иванов, Дмитрий Петров /Елчĕк шкулĕ/, Андрей Ефремов, Зинон Семенов, Роман Иванов, Евгений Абрамов, Ангелина Семенова, Анжела Федорова /Çĕнĕ Пăва шкулĕ/, Руслан Галошев, Денис Михеев, Петр Шавкин /Кушкă шкулĕ/, Артем Кудряшов /Курнавăш/ çĕнтерчĕç.
Призлă вырăнсене Артем Федоров, Александр Курчин, Артур Никонов, Мария Зайцева /Çĕнĕ Пăва/, Владислав Адюков, Роман Яковлев, Юрий Прокопьев, Денис Филимонов /Аслă Елчĕк/, Павел Ильин, Раят Гиниятуллин, Ильнар Самитов, Сергей Павлов, Геннадий Емильев /Кушкă/, Данил Цветков, Александр Цветков /Курнавăш/, Антон Евстафьев, Денис Крысов, Тарас Тарасов, Дмитрий Борисов, Артемий Александров, Артемий Антонов /Елчĕк/, Ксения Лапшина, Надежда Петрова /Çирĕклĕ Шăхаль/, Виталий Абрамов /Шупашкар/ йышăнчĕç.
Командăсен тупăшăвĕнче турнир хуçисем - Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти спортсменсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кушкă тата Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем.
/Хамăр корр./.
Источник: "Елчĕк Ен"