23 марта 2016 г.
Шăматкун Елчĕкри физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексăн бассейнĕнче ăмăртусем кунĕпех пычĕç.
Педагогика ĕçченĕсем Раççей наука тата халăха вĕрентес ĕç профсоюз работникĕсен Чăваш Республикинчи организацийĕ йĕркеленĕ турнирта вăй виçрĕç. Участниксене РФ наука тата халăха вĕрентес ĕç профсоюз работникĕсен ЧР организацийĕн председателĕ Зинаида Степанова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Шупашкар хулинчи шкул директорĕсен канашĕн председателĕ, 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева саламларĕç.
Ăмăртăва республикăри хуласемпе районсен 20 команди тата Елчĕк районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен 20 команди хутшăнчĕ.
Профсоюз рескомĕн ăмăртăвĕнче тĕрлĕ ушкăнсенче тупăшрĕç: профсоюз райкомĕсен председателĕсем, профсоюз членĕсем, командăсем. Шел пулин те, вĕсенче Елчĕк районĕнчи педагогсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕреймерĕç.
Наука тата халăха вĕрентес ĕç работникĕсен районти профсоюз организацийĕсен председателĕсен ушкăнĕнче те кĕрешÿ питĕ çивĕч иртрĕ. 25 метра ирĕклĕ майпа ишессипе Татьяна Филимонова /вĕренÿ пайĕ/ çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елена Садовникова /Кĕçĕн Таяпа/, Наталия Абдулкина /Лаш Таяпа/, 50 метра ишнĕ арçынсен ушкăнĕнче Владимир Николаев /Елчĕк/, Геннадий Дмитриев /Курнавăш/, Георгий Иванов /Патреккел/ мала тухрĕç.
Профсоюз членĕсем хушшинче йĕркеленĕ ишевре Виктория Ермакова /Çĕнĕ Пăва/, Марина Казакова /Чăваш Тăрăм/, Наталия Вастулова /вĕренÿ пайĕ/ малти вырăнсене йышăнчĕç. Арçынсен ушкăнĕнче Николай Волков /Елчĕк/, Иван Смирнов /Курнавăш/, Юрий Петров /«Улăп»/ пьедесталти вырăнсене йышăнчĕç.
Эстафета тупăшăвĕнче Чăваш Тăрăм шкулĕ - çĕнтерÿçĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн тата Кĕçĕн Таяпа шкулĕн командисем пайларĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"