МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă ăмăртнă

21 мая 2016 г.

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çамрăксем хушшинче çăмăл атлетсен республикăри ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Елчĕк районĕн команди унта ăнăçлă ăмăртнă.

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕренекен Дмитрий Волков 2000 метра чăрмавсем витĕр чупса çĕнтернĕ, 3000 метрлă дистанцире иккĕмĕш пулнă. Курнавăшри вăтам шкулта вĕренекен Алексей Смирнов диск ывăтассипе виççĕмĕш вырăна тухнă.

Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен ентешсем те лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Марина Тарасова 400 метра чупса виççĕмĕш, Алевтина Арбузова 3000 метра чупса иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Тĕмер çамрăкĕ Николай Алексеев уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Вăл йĕтре тĕртсе, сăнă ывăтса республикăра çĕнтернĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика