23 апреля 2016 г.
А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче шкул ачисем хушшинче йывăр атлетсен уçă турнирĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Енĕн чемпионне А.Кедрова халалланă.
Александр Кедров йывăр атлетика енĕпе район чысне республикăра 1990-1996 çулсенче ăнăçлă хÿтĕленĕ, Чăваш Енĕн чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Шел, спорт мастерĕн кандидачĕн пурнăçĕ автоаварине пула 1996 çулта вăхăтсăр татăлнă. Анчах йывăр атлета юлташĕсем манмаççĕ - ăна асăнса çулсерен турнир йĕркелеççĕ.
Кăçалхи турнира 50 ытла çамрăк атлет хутшăннă. Вĕсене район пуçлăхĕ, йывăр атлетсен районти федерацийĕн председателĕ П.Скворцов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Р.Григорьев, А.Кедровăн пĕрремĕш тренерĕ Н.Молоствов саламланă, ăнăçу суннă. Çавăн пекех ăмăртура Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă Александр Никитин /тренерĕ А.Портнов/ тата спорт мастерĕн кандидачĕ ятне тивĕçнĕ Артем Перцев /тренерĕ А.Убасев/ та тав сăмахне тивĕçнĕ.
Хăйсен виçисенче çĕнтернĕ йывăр атлетсене грамотăсемпе, медальсемпе чысланă. Командăсенчен Кивĕ Эйпеçри тĕп шкул атлечĕсем куçса çÿрекен кубока çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Елчĕксемпе Патреккелсем.
Источник: "Елчĕк Ен"