04 июня 2016 г.
Йывăр атлетика енĕпе çамрăксем хушшинче республикăра мала тухмалли ăмăрту тата Олимп вăййисен чемпионĕн Николай Колесниковăн парнисене çĕнсе илессишĕн турнир Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ. Елчĕк районĕн çамрăк штангисчĕсем унта, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата ытти хуласемпе районсен командисене кая хăварса, пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Анатолий Убасев пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн командăри 15 спортсменран 12-шĕ пьедестал картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă. Акă, 44 кг виçере тупăшнă Полина Андреева /Кавал/ çĕнтернĕ. Юлия Веникова тата Мария Артемьева /иккĕшĕ те Аслă Пăла Тимеш/ 58, 63 кг виçесенче иккĕмĕш вырăна тухнă.
Ачасемпе каччăсем те ăнăçлă тупăшнă. Хăйсен виçисенче Артур Сахров /Кивĕ Эйпеç/, Максим Марков /Патреккел/, Артемий Перцев /Питтĕпел/, Александр Никитин /Аслă Пăла Тимеш/, Александр Марков /Энтепе/ çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Александр Носов /Кавал/ - иккĕмĕш, Анатолий Иноходов /Аслă Пăла Тимеш/, Станислав Иванов /Çĕнĕ Пăва/, Даниил Казеев /Елчĕк/ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Источник: "Елчĕк Ен"