27 августа 2016 г.
Кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене спорт прессин фестивальне чĕнеççĕ. Çак кун СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 78-мĕш эстафета чупăвĕ иртет.
Эстафета чупăвĕнче çăмăл атлетсем 15 ушкăнра хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ: ятарлă /коррекци/ учрежденисемпе инвалидсен клубĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен командисем, спорт ветеранĕсен ушкăнĕ, патшалăх влаçĕн республикăри органĕсен, Раççей Федерацийĕн влаçĕн территори органĕсен, район тата хула администрацийĕсен, ял тăрăхĕсен командисем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, професси вĕренÿ учрежденийĕсен ушкăнĕсем, хĕрарăмсемпе арçынсен командисем, хутăш тата тĕп ушкăнсем. Унсăр пуçне «Атте, анне тата эпĕ» /7 çулхи тата 8-14 çулсенчи ачасем/ категорисенче те çĕнтерÿçĕсене палăртĕç. VIP-чупу та иртĕ.
Эстафета чупăвĕ 10 сехетре пуçланать.
Источник: "Елчĕк Ен"