28 сентября 2016 г.
Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - иртнĕ эрнери спорт мероприятийĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый паллаштарчĕ. Эрнекун Лаш Таяпа ялĕнче çăмăл атлетика енĕпе республика чемпионачĕ тата çамрăксем хушшинче республикăра мала тухассишĕн ăмăрту Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне, XXVII Олимп вăййисен пăхăр призерĕн Владимир Андреевăн пĕрремĕш тренерне, 70-мĕш çулсенчи республикăри паллă спорт мастерĕсенчен пĕрне Петр Самсонова асăнса иртнĕ. Унта республикăри чи паллă спортсменсем хутшăннă. Чи вăйлисене 12 ушкăнра палăртнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков саламланă. Ăмăртăва ирттерме Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Владимир Меметов предприниматель спонсор пулăшăвĕ панă.
Шăматкун вара республикăри, çĕршыври 6 регионти кире пуканĕ йăтакансем Комсомольски районĕнчи «Кĕтне» спорт комплексĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Юрий Поповăн призĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Унта Елчĕк районĕнчи спортсменсем тĕрлĕ виçесенче пĕрремĕш вырăна 2 атлет, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 6 атлет йышăннă.
Леонард Левый палăртнă тăрăх, Пĕтĕм Раççейри çуран чупакансен «Нацисен кросĕ – 2016» Елчĕк районĕнче активлă иртнĕ. Районĕпе 1500 ытла çын старта тухнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ чупăва районта ирттернĕ чухне палăрнă лайăх тата начар енсене, çитменлĕхсене пĕтермелли майсене асăннă.
Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова грипран сыхланса вакцина тăвас ĕç мĕнле пыни çинчен каласа панă. Вакцина тумалли чи лайăх вăхăт август тата сентябрь уйăхĕсем. Çак вăхăтра 6210 çынна прививка тумалла. Плана пурнăçланă. Грипран ачасене, медицина, вĕренÿ ĕçĕн, транспорт, коммуналлă хуçалăх работникĕсене, призывниксене, йывăр çын хĕрарăмсене, 60 çултан иртнĕ, йывăр чире кайнă çынсене прививка тунă. Надежда Викторовна палăртнă тăрăх, ĕçлекенсене хăйсен тата предприятисемпе организацисен шучĕпе прививка тума пултараççĕ. Пĕр вакцина хакĕ 280 тенкĕ. Медицина работникĕсене предприятие е организацие чĕнсе илсе работниксене прививка тума пулать. Грипран сыхланса кашни çул прививка тунă çынсем сахал чирлени, чир малалла аталанманни те паллă.
Источник: "Елчĕк Ен"