МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл олимпиеца çул уçнă

28 сентября 2016 г.

Лаш Таяпа ялĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне П.Самсонова асăнса çăмăл атлетсен Чăваш Республикин чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ иртрĕ.

Лаш Таяпа тăрăхĕнче ÿснĕ, спорт мелĕпе хăвăрт утассипе çуллахи XXVII Олимп вăййисен бронза, тĕнче тата Европа чемпионачĕсен кĕмĕл тата бронза призерĕн, СССР, Раççей, Чăваш Ен чемпионĕн, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн В.Андреевăн ятне эпир пурте лайăх пĕлетпĕр. Вăл хăйĕн спортри çулне Лаш Таяпари вăтам шкулта ĕçленĕ Петр Николаевич Самсонов патĕнче пуçланă.

П.Самсонов иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче республикăри чи вăйлă çăмăл атлетсенчен пĕри шутланнă, вăрăм дистанцисене чупассипе нумай хутчен республика чемпионĕ пулнă. Лаш Таяпари шкулта тата Шупашкарти музыка училищинче ĕçленĕ чухне нумай çамрăка спортпа туслашма пулăшнă. Маларах асăннă В.Андреевсăр пуçне 5 СССР мастерне, вун-вун спорт разрядникне хатĕрленĕ. Шел, П.Самсонов пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çапах та Елчĕксем мухтавлă ентеше манмаççĕ - 2011 çултанпа ăна асăнса çăмăл атлетсен кросне ирттереççĕ. Ытти çулсенче вăл районти ăмăрту çеç пулнă пулсан, кăçалтан республика шайĕнчи чемпионат шутланать.

Лаш Таяпа ялĕнчи стадиона иртнĕ эрнекун республикăри 21 хулапа районти 400 ытла çăмăл атлет пухăнчĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый уçрĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Ăмăртура медальсен 12 комплектне çĕнсе илессишĕн хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ.

Чи çамрăккисем - 2003 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем 1 çухрăмлă дистанцире вăй виçрĕç. Кунта Елчĕк тăрăхĕнчи шкулсенче пĕлÿ пухакансем палăрчĕç. Ытти ÿсĕмсенче пирĕн районти спортсменсем палăрсах каймарĕç. 23 çултан çамрăкрах юниоркăсенчен О.Николаева 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Вăл хальхи вăхăтра хăйĕн ăсталăхне Шупашкарти 3-мĕш Олимп резервĕсен ятарлă шкулĕнче туптать.

Пирĕн районти çăмăл атлетсем 21 команда хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Пьедесталăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш картлашки çине Шупашкар хулипе Шупашкар районĕн çăмăл атлечĕсем хăпарма тивĕçрĕç.

/Хамăр корр./.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика