12 октября 2016 г.
Районта çуллахи спорт сезонĕ хупăнчĕ. Вăл çуркунне «Елчĕк ен» хаçат призĕсемшĕн çăмăл атлетсен кросĕнчен пуçланать те кĕрхи кунсем çитсен çăмăл атлетсен эстафетипе вĕçленет.
Иртнĕ эрнекун Елчĕкри тĕп стадионта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса çуран чупма юратакансем пухăнчĕç. Çăмăл атлетсен эстафети тĕрлĕ ушкăнра иртрĕ. Кашниех хăйĕн дистанцине - вăл 400 метрпа танлашать - ăнăçлă вĕçлеме тăрăшрĕ.
Эстафетăна хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый саламларĕ. Вăл пурне те ăнăçу, сывлăх сунчĕ.
Чи малтанах старта район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсем тухрĕç. Хĕрÿ кĕрешÿре финиша чи малтан вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем çитрĕç. Иккĕмĕш вырăнта - экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен, виççĕмĕшĕнче - ялхуçалăхĕпе культура пайĕсен пĕрлештернĕ командисем.
Ял тăрăхĕсем те эстафетăна ăнăçлă та туллин хутшăнчĕç. Пĕлтĕрхи чупура вĕсен 4 командине çеç курма май килнĕччĕ. Кăçал вара кашни ял тăрăхĕ старта тухма кăмăл турĕ. Кунта Тăрăмсем ăнăçлă ăмăртрĕç. Курнавăшсемпе Кĕçĕн Таяпасем те призерсен йышне кĕчĕç.
Юлашки çулсенче предприятисемпе организацисенчи, ялхуçалăх кооперативĕсенчи, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи çăмăл атлетсем кĕркуннехи эстафетăна активлă хутшăнма пăрахни хумхантарать, шухăша ярать. Акă, ялхуçалăх предприятийĕсен ушкăнĕнче икĕ хуçалăх - «Эмметево» ООО /вăл пĕрремĕш вырăнта/ тата «Прогресс» АХО çеç хутшăнчĕ. Ыттисем ăçта? Тен, кăçал çумăрлă çанталăка пула, уй-хирти ĕçсене вĕçлеменни витĕм кÿнĕ? Мĕншĕн пĕлтĕр те çак ушкăнри командăсен йышĕ пĕчĕкчĕ? Çакăн пирки шутласа пăхни кирлех.
Районти предприятисемпе организацисен ушкăнĕнче халăха социаллă пулăшу паракан центрăн çăмăл атлечĕсем çĕнтерчĕç. Централизациленĕ библиотекăсен, клубсен тытăмĕсен тата нумай функциллĕ центрăн пĕрлештернĕ команди - иккĕмĕш, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çăмăл атлетсен эстафети - спортăн илемлĕ тĕсĕ. Çавăнпа та пулĕ, шкулсен командисем ăмăртнине сăнаса тăма кăмăллă.
Районти тĕп шкулсенче ĕçлекенсенчен Кивĕ Эйпеçсене çитекенни пулмарĕ. Шăмалаксемпе Кĕçĕн Таяпасем те çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕç. Вăтам шкулсенчи вĕрентекенсенчен Курнавăшсем, Аслă Елчĕксем, Елчĕксен 2-мĕш команди те чыса тивĕç.
Эстафетăна массăллă хутшăнакансем - вĕренекенсем. Патреккелсем А.Адюков учитель йĕркеленипе çăмăл атлетикăра çулсеренех çитĕнÿсем тăваççĕ. Кăçалхи çуркуннехи кросра вĕсем иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Хальхинче пĕрремĕш пулчĕç. Аслă Таяпари тата Таяпа Энтринчи тĕп шкулсенче вĕренекенсем финиша кăшт каярах юлса çитрĕç.
Вăтам шкулсенчи çăмăл атлетсем те дистанцире мала тухассишĕн вăй-халне шеллемерĕç. Çапах та Елчĕкри шкулăн пĕрремĕш команди ыттисене кая хăварма пултарчĕ. Курнавăшсем - иккĕмĕш, Лаш Таяпасем - виççĕмĕш.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Çăмăл атлетсем, çитес çул пирки шухăшлар, хĕллехи вăхăтра та ăсталăха туптасси пирки манар мар.
А.КАРЛИН.
Источник: "Елчĕк Ен"