26 октября 2016 г.
Шăматкун Елчĕкри Спорт çуртĕнче Николай Викторович Петрова асăнса сĕтелçи теннисĕн турнирĕ иртрĕ. Унта 100-е яхăн çын хутшăнчĕ.
Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ, комсомолăн, партин, советсен районти организацийĕсенче ĕçленĕ Николай Петрова паллакансем чылай. Вăл ĕçе йĕркелеме пĕлнисĕр пуçне, спортпа та туслăччĕ. Уйрăмах сĕтелçи теннис вăййине кăмăллатчĕ - ку енĕпе республикăри ăмăртусенче район чысне сахал мар хÿтĕленĕ. Шел, пултаруллă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ - вунвиçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Çапах та Елчĕк тăрăхĕнчи спорта кăмăллакансем Николай Петрова манмаççĕ. Кăçал ăна асăнса йĕркеленĕ турнир улттăмĕш хут иртрĕ.
Теннисистсем тĕрлĕ ушкăнсенче вăй виçрĕç. Мăшăррăн выляса Елчĕкри Ырсамай тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ В.Соловьевпа А.Кузнецов - пĕрремĕш, вĕсен ентешĕсем С.Васильевпа А.Николаев - иккĕмĕш, А.Гаврушовпа А.Сыков виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
40 çула çитичченхи арçынсен ушкăнĕнче 18 çын ăмăртрĕ. Кунта С.Васильев çĕнтерÿçĕ. Пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисем çине А.Кузнецовпа А.Сыков хăпарчĕç.
40-60 çулсенчи ветерансенчен Аслă Елчĕкри В.Орехов, Патреккелĕнчи Ю.Петров, Елчĕкри М.Нягин, 61 çултан аслăраххисенчен Елчĕкри П.Козлов, З.Мисяков, В.Уразгильдин палăрчĕç, çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.
2001 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасенчен Кивĕ Эйпеçри А.Носова, Кушкăри Д.Носова, Кĕçĕн Таяпари Д.Смирнова, хĕрачасенчен Кĕçĕн Таяпари Н.Мусаловăна, В.Савиновăна, О.Головинăна çитекеннисем пулмарĕç. Кунта Çирĕклĕ Шăхальти И.Карчиков куракансене тыткăнларĕ, ятарлă приза çĕнсе илчĕ. Чи çамрăкки - Хусантан килнĕ Н.Архипов.
1999-2000 çулсенче çуралнă яшсенчен Аслă Елчĕкри П.Ласточкин - пĕрремĕш, Лаш Таяпари А.Теренин - иккĕмĕш, С.Салмин - виççĕмĕш вырăнсенче. Çак ÿсĕмри хĕрсенчен Тĕмерти Н.Львова, Елчĕкри В.Евстафьева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ю.Николаева та çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче.
Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпари И.Кудрявцева, Елчĕкри Н.Савинова, Аслă Елчĕкри Л.Адюкова та ăнăçлă ăмăртрĕç. Аслă Пăла Тимешри М.Портнова куракансен призне илме тивĕçрĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене тĕрлĕ призсемпе, медальсемпе тивĕçтерес енĕпе Николай Петровăн тус-юлташĕсем, «Елчĕк çамрăкĕсен фончĕн» участникĕсем спонсор пулăшăвĕ пачĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"