19 октября 2016 г.
Октябрĕн 15-мĕшĕнче районта 2001 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех вĕренекенсем Чăваш Енĕн ГИБДДн çул-йĕрпе патруль службин сотрудникне А.Маркова асăнса баскетболистсен турнирне ирттернĕ.
Турнира 8 команда хутшăннă. Вăйăсем «Улăп» спорт комплексĕпе Патреккелĕнчи тĕп шкулăн спорт залĕнче иртнĕ.
Арçын ачасенчен Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем, пĕлтĕрхи пекех, пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кивĕ Эйпеçсемпе Патреккелсем.
Хĕрачасем те турнира активлă хутшăннă. Кунта пĕрремĕш вырăнта каллех Елчĕксен иккĕмĕш команди. Елчĕксен пĕрремĕш командипе Патреккелсем призерсен йышне кĕнĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, асăнмалăх призсемпе наградăланă. «Чи лайăх вылякан» ята А.Носов /Кивĕ Эйпеç/, К.Кедрова /Патреккел/, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята А.Филиппов, Л.Чернова /Елчĕк/ тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕ командăсене кубоксем панă.
/Хамăр корр/.
Источник: "Елчĕк Ен"