26 ноября 2016 г.
Иртнĕ шăматкун республикăра Сывлăхпа спорт кунĕ пулнă. Çавна май спорт залĕсемпе площадкисене спорта юратакансем уйрăмах йышлă пуçтарăннă. Нумай çĕрте ăмăртусем, турнирсем иртнĕ. Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче штанга йăтассипе нумай хутчен Чăваш Ресупубликин чемпионне, рекордсменне, СССР спорт мастерне Исаак Портнова асăнса йăлана кĕнĕ районти уçă турнира Елчĕк тата Патăрьел районĕсенчи штангистсем хутшăннă. Спортсменсемпе ăмăртăва курма килнĕ çынсене Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Зайцев, ялти шкул директорĕ Г.Пчелова, паллă спортсмена лайăх пĕлнĕ юлташĕсем саламланă.
Хĕрсен ушкăнĕнче Мария Яковлева /Кивĕ Эйпеç/, Раççей спорт мастерĕ Любовь Иноходова /Аслă Пăла Тимешри «Юман» спортклуб членĕ/, Маргарита Портнова /«Юман»/ çĕнтернĕ.
Екатерина Живкова, Любовь Колпакова, Ирина Степанова /виççĕшĕ те Патăрьел/ - иккĕмĕш, Карина Хушкина, Изабелла Мартынова, Марина Антонова /виççĕшĕ те Елчĕк/ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Маргарита Портнова вара хĕрсем хушшинче абсолютлă чемпионка пулса тăнă. Вăл турнирăн рекордне 5 хутчен çĕнетнĕ.
Арçын ачасемпе каччăсем хушшинче те тĕрлĕ виçесенче хĕрÿ кĕрешÿ пынă. Хăйсен виçисенче Алексей Панкратов, Дмитрий Перцев, Артур Сахров ?Кивĕ Эйпеç/, Андрей Портнов /«Юман»/, Андрей Паршуков /Çĕнĕ Пăва/, Тимур Павлов /Патăрьел/ çĕнтернĕ. Даниил Казеев, Сергей Микихин /Елчĕк/, Александр Абрамов, Николай Смирнов /Кивĕ Эйпеç/, Петр Леонтьев, Павел Павлов /Патăрьел/ - иккĕмĕш, Давид Крысов, Дмитрий Яруков, Дмитрий Борисов /Елчĕк/, Александр Овчинников /«Юман»/, Алексей Капралов, Артур Никонов /Çĕнĕ Пăва/ виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Андрей Портнов /«Юман»/ Синклер системипе шутласа çĕнтерÿçĕ пулнă.
Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене медальсем, дипломсем, хаклă парнесем парса чыс тунă.
Источник: "Елчĕк Ен"