30 ноября 2016 г.
Иртнĕ вырсарникун «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ хута кайнăранпа 9 çул çитнине халалласа шывра ишекенсен районсем хушшинчи ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унта хамăр республикăри Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă тата кÿршĕри - Тутарстанри Пăва районĕсен командисем хутшăннă.
Ăмăрту чăннипех хĕрÿ кĕрешÿре иртнĕ - кашниех мала тухма тăрăшнă. Тĕрлĕ ÿсĕмри ишевçĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çавăн пекех эстафета та ăнăçлă иртнĕ. Анчах пирĕн район команди иккĕмĕш вырăна çеç тухма пултарнă. Çĕнтерÿçĕсем - Комсомольскисем. Виççĕмĕш вырăнта - Тутарстанри Пăвасем.
Абсолютлă чемпион ята тивĕçессишĕн хĕрачасем 300 метрлă, арçын ачасем 500 метрлă дистанцире тупăшнă. Хĕрачасенчен Комсомольскинчи М.Семенова - пĕрремĕш, М.Трофимова - виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пирĕн районти Л.Чернова - иккĕмĕш.
Яшсенчен кăна Елчĕксем куракансене савăнтарма пултарнă - малти икĕ вырăна С.Петровпа А.Иванов çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕшĕ - А.Македонский /Тутарстанри Пăва районĕ/.
Командăсенчен Патăрьел районĕн ишевçисем мала тухма пултарнă. Вĕсем Елчĕксене, Комсомольскисене чылай кая хăварнă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене, командăсем кубоксене тивĕçнĕ.
Ăмăртура чи çамрăккисене - 2011 çулта çуралнă М.Черновăна /Елчĕк/ тата М.Дмитриева /Пăва/ ятарлă призсем парса чысланă.
Источник: "Елчĕк Ен"