14 декабря 2016 г.
Декабрĕн 10-мĕшĕнче районта сывлăхпа спортăн черетлĕ кунĕ иртнĕ.
«Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕнче уçă алăксен кунĕ пулнă. Спортпа тренажер, кĕрешÿ залĕсем, бассейн спорта юратакансене кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Вĕсене кашниех тÿлевсĕр кĕме пултарнă.
Сывлăхпа спорт кунĕнче Спорт керменĕ уйрăм, туссемпе, çемьепе килекенсенчен татăлман. Уйрăмах шкул ачисем йышлă пулнă.
Сывлăхпа спорт кунĕсенче «Улăп» спортпа сывату комплексне килекен çынсем каярахпа физкультурăпа тата спортпа туслашни палăрать.
Источник: "Елчĕк Ен"