МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк штангистсен çитĕнĕвĕ

14 декабря 2016 г.

Иртнĕ шăматкун районти 2002 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе хĕрачасем йывăр атлетсен республикăри «Шанчăк кубокĕ» турнира хутшăннă. Ăна Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Юрий Михайлович Николаева асăнса кăçал виççĕмĕш хут ирттернĕ.

Турнирта пирĕн районăн çамрăк штангисчĕсем ăнăçлă ăмăртнă. Кивĕ Эйпеçри шкулăн вĕренекенĕсем Алексей Панкратов, Дмитрий Перцев, Артур Сахров - пĕрремĕш, Александр Абрамов, Николай Смирнов иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Таяпа Энтринчи шкулта пĕлÿ пухакан Вадим Воробьев, виççĕмĕш картлашки çине Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи Артур Никонов, Елчĕк шкулĕнчи Мария Антоновăпа Даниил Казеев хăпарма тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин дипломĕсемпе тата медальсемпе чысланă.

Командăсенчен Елчĕксем иккĕмĕш вырăна тухнă.

Çамрăк спортсменсем турнира кайса килме пулăшнăшăн «Клевер» ООО директорне Ростислав Турхана тав тăваççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика