21 декабря 2016 г.
Иртнĕ вырсарникун йĕлтĕрçĕсем районта хĕллехи спорт сезонне уçрĕç.
Елчĕкри вăтам шкулăн йĕлтĕр йĕрĕ çинче тĕрлĕ ÿсĕмри çамрăк йĕлтĕрçĕсем вăй виçрĕç.
2003-2004 çулсенче çуралнă хĕрачасем 1 çухрăмлă дистанцире ăмăртрĕç. Кунта Ю.Краснова /Таяпа Энтри шкулĕ/ - пĕрремĕш, А.Петрова /Елчĕк/ - иккĕмĕш, В.Федорова виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен С.Львовпа К.Печков /Шăмалак/, И.Игнатьев /Елчĕк/ палăрчĕç.
2001-2002 çулсенче çуралнă хĕрачасем 1 çухрăмлă дистанцие тухрĕç. Е.Агеева, А.Краснова, И.Петрова /Елчĕк/ - çĕнтерÿçĕсемпе призерсем. Арçын ачасенчен 2 çухрăмлă дистанцире Д.Трофимовпа С.Волкова /Хăвăлçырма/, М.Афанасьева /Аслă Елчĕк/ çитекенни пулмарĕç.
1999-2000 çулсенче çуралнă хĕрачасем 2 çухрăмлă дистанцие старта тухрĕç. Л.Краснова /Çирĕклĕ Шăхаль/, А.Обручкова /Елчĕк/, Ю.Николаева /Çирĕклĕ Шăхаль/ малти вырăнсене, 3 çухрăмлă дистанцире тупăшнă арçын ачасенчен Елчĕкри вăтам шкулти Г.Агеев, Романпа Родион Романовсем пьедесталăн пĕтĕм картлашкине йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"